Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спиридон Михайлов (Г. Юмарт)

Пин-пин чӑвашӑн паттӑр ар.
Ӑҫтан йӑлтах асра тытар?
Янтуш таврашӗ Ҫпиритун,
Сана асран ямарӗ чун.
Чӑваш ачи, чӑваш ҫинчен
Раҫҫей ҫынни тӗлӗниччен
Калаҫрӑн вырӑс чӗлхипе,
Яту ян! кайрӗ талккишпе.
Хусан та, Питӗр те, Мускав
Сана каларӗ: тав, мухтав!
Эс Альквист, Регули таран
Тус тупрӑн хӑв чысу пуртан.
Чӑваш кун-ҫулӗ те юрри,
Йӑли-йӗрки – мӗн-мӗн пурри
Ҫинчен ҫырса кӗнекере
Хыпар салатрӑн Раҫҫейре.
Эс виҫӗ халӑх ӑсӗпе,
Эс виҫӗ халӑх чӗлхипе
Сӑнларӑн хамӑр пурнӑҫа.
Чипер кӑтартнӑшӑн уҫса
Сана "ҫыравҫӑ" ятпала
Мухтарӗҫ ыр сӑмахпала.
Хӑв тӗллӗнех ҫутта тухса
Кӑтартрӑн халӑхри ӑса.
Ҫырса хӑварнӑ ӗҫусем –
Чӑн туслӑх тӗслӗхӗ вӗсем.
Ыр вырӑссем ал панӑран
Ҫӗклентӗн эсӗ ҫав таран.
Чӑваш пулсассӑн та йӑваш,
Ӗҫре вӑл тӑрӑшать вӑш-ваш!
Килет кун-ҫулӗ инҫетрен,
Вӑл катӑк мар ыттисенчен.
Ҫакна пӗлтертӗн тӗнчене
Ҫӗклем тесе ентешсене.
Тав турӗ халӑху сана,
Упрарӗ ӗҫлӗ сӑмахна.
Тӑван культура ҫӳпҫинчен
Тухса ӳкмест вӑл халиччен.
Янтуш таврашӗ Ҫпиритун,
Ҫавна курать те манӑн чун,
Емӗтӳнти ӗҫӳсене
Ҫитересех килет вӗҫне.

Геннадий Юмарт
Сӑвва «Хыпар», 87№ (2008, ҫу, 5) хаҫатран илнӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-05-14 20:10:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2743 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем